Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
27 Мартӑн , 10:23

Радий Хабиров юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн МАХ каналӗнче республикӑри юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ.

Радий Хабиров юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ
Радий Хабиров юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ


Хӑш-пӗр районта юханшывсем пӑртан уҫӑлма пуҫланӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн МАХ каналӗнче республикӑри юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ.
Пичетленнӗ кадрсенче Бурзян районӗн илемӗсене, шихансене, пушкӑрт чулӗсене палласа пулать.
«Пирӗн пысӑк, илемлӗ, мӑнаҫлӑ Пушкӑртстан кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен. Чуна тыткӑнлать! Ҫак сӑн ӳкерчӗксенче республикӑри юханшывсем унта-кунта уҫӑлма пуҫлани курӑнать. Кӑҫал ӑшӑ ытти чухнехинчен маларах ҫитрӗ, халӗ пур служба та пысӑк шыв килессе хастар хатӗрленет», — ҫырнӑ Радий Хабиров.
«Пирӗн тӗллев — ҫурхи шыв-шур ҫынсемшӗн май килнӗ таран хӑрушлӑхсӑр ирттӗр», — палӑртнă вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн соцсечӗсем | МАХ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-03-26/glava-bashkirii-radiy-habirov-pokazal-sostoyanie-rek-s-vysoty-ptichiego-poleta-4628649

 

 

 

Радий Хабиров юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ
Радий Хабиров юханшывсен тӑрӑмне кайӑк куҫӗн ҫӳллӗшӗнчен кӑтартнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас