+8 °С
Пӗлӗтлӗ


Аит ялӗнчи Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулта ҫул-йӗр правилисене халалланӑ пӗлтерӗшлӗ те пӗлӳллĕ класс сехечĕ иртнӗ.
Эпир ӗненетпӗр: çул-йĕр правилисен пӗлӗвӗ вӑл теори кӑна мар, пирӗн ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ. Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р.Р. Садрова вӗренекенсемпе ҫул-йӗр паллисен пӗлтерӗшӗсене тепӗр хут аса илнĕ, ҫул ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва тишкернĕ, ҫуран ҫӳрекенсем тимлӗ пулни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине сӳтсе явнă.
#Профилактическаябеседа
#Бижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.