Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
31 Мартӑн , 10:57

Хӑрушсӑрлӑх азбуки

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн «Развивайка» тата «АБВГДЕЙКА» шкул умӗнхи ушкӑнсем валли «Хӑрушсӑрлӑх азбуки» ятлă тематика шӑматкунӗ иртнӗ.

Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн «Развивайка» тата «АБВГДЕЙКА» шкул умӗнхи ушкӑнсем валли «Хӑрушсӑрлӑх азбуки» ятлă тематика шӑматкунӗ иртнӗ.

Ачана тӗрлӗ лару-тӑрура инкекрен сыхлас тесен ӑна хӑрушсӑр хӑтланма вӗрентмелле.

Ачасен хӑрушсӑрлӑх правилисене пурнӑҫлассине тата яваплӑ ҫыхӑну йӗркелессине пурнăçлама «Чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӑвна мӗнле тытмалла», «Килте пӗччен», «Асӑрхануллӑ хӑрушӑ япала», «Ача тата вут-çулăм», «Асӑрхануллӑ ҫӳхе пӑр», «ПДД», «Вӑрманти тыткаларӑш» тата ытти пӗлӳ воспитани калаҫӑвӗсенче М.А. Кузгунова тата О.Ю. Михайлова педагогсем хӑрушсӑрлӑх правилисене тепӗр хут воспитанниксене аса илтернĕ.

Ачасем хӑрушӑ лару-тӑру çинчен калаçнă, ӳкерчӗксем тăрăх хӑйсем каласа кӑтартнă, мультфильмсем пӑхнă, хӑрушсӑрлӑх правилисене тӗпчеме тӗллев лартнӑ дидактика вӑййисене хастар хутшӑннă: «Тупмалли сăмахсем – тупсӑмсем», «Юрать—юрамасть», «Юмахри паттӑрсене пулӑш», «Сӑмах каласа пар», «Тӑваттӑмӗш ытлашши», «Машинӑра», «Урамри хӑтлану», «Светофор».

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/public144264663

 

 

Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Хӑрушсӑрлӑх азбуки
Автор: Марина Иванова
Читайте нас