

Полици ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, малтан 75 ҫулти заявлени ҫыракан хӗрарӑм патне Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ паллӑ мар ҫын шӑнкӑравланӑ. Пенсие тепӗр хут шутлас сӑлтавпа хӗрарӑма "Госуслуги" порталта аккаунта кӗмелли кода ҫырма ыйтнӑ.
Малалла ӑна "Госуслуги" порталти аккаунта ҫӗмӗрни пирки пӗлтерӳсем килме пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн калаҫӑва "правӑна сыхлакан органсен ӗҫченӗсем" хутшӑннӑ, ватӑ хӗрарӑма унӑн перекетлӗхӗ хӑрушлӑхра пулнине ӗнентернӗ.
Инкексенчен хӑраса шар курнӑскер банк счечӗ ҫинчи мӗнпур пухӑма илсе банкомат урлӑ ултавҫӑсем кӑтартнӑ "хӑрушлӑхсӑр счетсем" ҫине куҫарма васканӑ.
Пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки Раҫҫей УМВД Уфари 8-мӗш полици пайӗн следстви пайӗ РФ УК 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ултав) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
ПР ШĔМ пресс-служби.