Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
29 Апрелӗн , 05:53

Ача садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх уйӑхлăхӗ иртнĕ.

Ача садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕАча садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ

Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене, пушар хӑрушсӑрлӑхне вӗрентесси паян пурнӑҫ чăнлăхӗ пулса тӑрать, ҫавӑнпа ҫул-йӗр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе шкул ҫулне ҫитмен чухнех тӗрлӗ мероприяти ирттерни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Ача садӗнче воспитанниксем ҫул-йӗр ҫинчи, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн элементарлӑ правилисемпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, хӑрушлӑхсӑр хӑтлав никӗсӗсене те вӗренеҫҫӗ.
Хӑрушсӑрлӑх уйӑхлăхӗ шайӗнче Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн воспитанникӗсем валли «Тилӗ вутпа шӳтлени» пукане спектакльне пăхнă. Пушара хирӗҫле темӑпа кӑтартни пӗлӳллӗ те интереслӗ пулнă. Вутпа выляма мӗн тери хӑрушӑ пулни ҫинчен калакан спектакль ачасене питӗ килӗшнӗ. Ку яланах инкек пулса тӑрать-ҫке. Представлени питӗ интереслӗ, пуринчен ытла вӗрентӳллӗ пулса тухнă.
Ача сачӗн воспитанникӗсем валли тата çул-йĕр правилисемпе «Мулкач хулана мӗнле ҫӳренӗ» пукане театрӗ евӗр профилактика мероприятийӗ ирттернӗ. Вӑл ачасене йӑпатать, ҫав вӑхӑтрах воспитани парать, тӗрлӗ хӑнӑхӑва, ҫав шутра ҫул-йӗр правилисене те, аталантарма пулӑшать.
Ачасем палланӑ паттӑрсене — Мулкача, Упана, Кашкӑра, Тилӗпе Ҫерҫие — хаваспах кӗтсе илнĕ. Спектакльте ҫул ҫинче тата урамра ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнас тема уҫнă. Тӗп герой Мулкач аван мар лару-тӑрӑва лекнӗ, ҫавна пула больницӑна лекнӗ.
Ачасем пурте ҫул ҫывӑхӗнче нихӑҫан та вылямалла маррине шанчӑклӑ пӗлтернĕ, мӗншӗн тесен ку хӑрушӑ-çке. Пукане театрӗ кӑтартнипе ҫул-йӗр правилисен пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвӗ воспитанниксене усӑ кӳрессе, кулленхи пурнӑҫра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессе шанатпӑр.
Ҫул ҫинче хӑрушлӑхсӑр хӑтланмалли, юмахсем урлӑ пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ачасен асĕнче вăраха юлӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710

 

 

Ача садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас