

Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӑрушлӑхсӑр каникул» акципе килӗшӳллӗн Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн ҫумӗнчи «Туслӑх асамат кӗперӗ» лагерьте ҫул-йӗр правилисене халалланӑ кун иртнӗ.
Тӗллев — ачасен ҫул-йӗр правилисене пӗлсе, пӑхӑнса тӑмаллине пӗлсе ӳстересси, хут пӗлекен ҫуран ҫӳрекене воспитани парасси.
Ачасем мероприятисене хастар хутшӑннӑ: викторинӑна, ӳкерчӗксен конкурсне, «Эпӗ — ҫуран ҫӳрекен» вӑййа, ҫул-йӗр паллисене вӗреннӗ, çул-йӗр правилисем ҫинчен мультфильм пӑхнӑ.
Ачасем ҫул-йӗр правилисене питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартнă, ҫав вӑхӑтрах транспорт хатӗрӗн тӗсӗсене асӑннӑ пур юмаха, мультфильма аса илнĕ.
Ҫул-йӗр правилисене пӗлни пирӗн ачасене хӑйсен каникулне хӑрушлӑхсӑр ирттерме пулӑшасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587