Çутă çул
+5 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
1 Октября , 05:00

Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă

Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн ясли ушкӑнӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ темипе кӑсӑк калаҫу иртнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнăПӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă

Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн ясли ушкӑнӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ темипе кӑсӑк калаҫу иртнӗ. Пирӗн пӗчӗк тӗпчевҫӗсем инкек-синкек ан пултӑр тесе хӑйсене мӗнле тытмаллине ункайлӑ та интереслӗ майпа пӗлнӗ.
Ачасем ҫутӑ ӳкерчӗксене питӗ кӑсӑкланса пӑхнă — ҫапла вӗсем хӑрушӑ лару-тӑрӑва асӑрхама, вутпа тата хӑш-пӗр япалапа мӗншӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине ӑнланма вӗреннĕ.
Воспитательпе пӗрле ачасем пушар машинипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пăхса тухнă: вӑл яланах пулӑшма васканине, хыттӑн сигнал панине, вут-ҫулӑма сӳнтерме, ҫынсене ҫӑлма хӑвӑрт кайнине пӗлнĕ. Машина чӑн-чӑн савӑнӑҫ ҫуратнă, пӗчӗккисем вӑййа хаваспах хутшӑннă та, «У-у-у!»- тесе каланă, ҫапла янӑрать сирена.
Ачасемшӗн тата тепӗр пысӑк уçу огнетушитель пулнă. Ачасем ҫак хатӗрпе паллашнӑ, вӑл мӗн тума кирлине, вут-ҫулӑмпа кӗрешме мӗнле пулӑшнине пӗлнӗ.
Çакнашкал занятисем пӗчӗкскерсене ачаранах хӑрушлӑхсӑр хӑтланӑвӑн никӗсне йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ — ансат, ӑнланмалла тата хӑрамасӑр. Тӗп тӗллев — ачасем астуса юлни-ҫке: сасартӑк пушар тухсан чи пӗлтерӗшли — аслисене тӳрех пулӑшма чӗнмелле!

#безопасность_ЗОЖ
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club218299771

 

Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас