Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
29 Кӑрлач 2019, 14:38

Асамлă киленÿ тĕнчи авăрĕнче

Пишпÿлекре пурăнакан Анна Иванована пур енчен те пултаруллă тесе пулать.

Унăн киленĕвĕсен шучĕ те çук пулмалла. Çакна унăн çуртĕнче тĕрлĕ кĕтессенче вырăн тупнă ал ĕçĕсем çирĕплетсе параççĕ. Вĕтĕ шăрçаран явса тунă чечексем уйрăмах куçа илĕртрĕç. Тĕсесе пăхмасан вĕсене чĕрĕ чечексенчен уйăрса илме те йывăр. Кунта темиçе тĕслĕ кĕл чечек, ирис, гибискус, гербера, орхидея, лили…

— Эпĕ ытларах картинкка çинчи мар, пурнăçри чечексене кăмăллатăп, çавăнпа та вĕсене хам курнă евĕр яватăп. Пĕр чечек валли 400 грама яхăн вак шăрçа тата ятарлă çемçе пралук кирлĕ. Пĕр чечек çыххине явма пĕр эрне каять. Малашнехи ĕмĕтсенче коллекцине «Çара çерçи» (летучая мышь) ятлă чечекпе, пион, шăнкăрав, мăкăнь, цикломен, георгин, эухарис чечекĕсемпе туллилетесси, — каласа парать Аня. — Хальхи вăхăтра эпĕ мăнкун тĕлне вак шăрçаран çăмарта яватăп. Пĕрремĕш ĕç валли гжель эрешне суйласа илтĕм.

Кунсăр пуçне Аня алмазлă мозаикăпа киленет. Вăл çак мелпе темиçе турăш тунă, вĕсене чиркĕве илсе кайса сăваплантарнă, рамăсем тунă тата пÿлĕмĕнче кĕлĕ вуламалли турăш кĕтесĕ йĕркеленĕ. Çав меслетпех тунă кĕл чечексен ÿкерчĕкĕ кравать пуçĕнчи стенана илем кÿрет. Вăтăр ытла тĕсрен тăракан çак паннона Аня уйăх тăршшĕ пуçтарнă.

Аньăн пушă вăхăта интереслĕ ирттермелли тата тепĕр мел — пазл пуçтарасси. Унăн коллекцинче çутçанталăк илемне, чĕрчунсене сăнлакан 50 яхăн картина. Виçĕ пин пазлтан тăракан чи пысăк ÿкерчĕке вĕсем пĕтĕм çемйипе эрне тăршшĕ пуçтарнă. Халĕ çак картина пÿлĕме илем кÿрсе стена çинче çакăнса тăрать.

Аня çĕвĕçе те ăста. Хĕрне илемлĕ кĕпесем, пальтосем çĕлесе тăхăнтартать. Çĕнĕ çул каçĕ валли ăсталанă Малефисента тумне шкулта паянхи кунччен ас тăваççĕ.

Хăйĕн ал ĕçĕсене Аня тус-юлташĕсене, тăванĕсене çуралнă кун, уяв ячĕсемпе асăнмалăх парнелет. Хăвăн аллупа чунтан ăсталанă çакна евĕр парнесенчен хаклăрах парне çук пулас.
Читайте нас: