Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Киленÿ
17 Июлӗн 2019, 18:33

Мелне пĕлсе ăсталать

Вячеслав Трофимовăн явса тунă карçинккисем ансатлăхĕпе тата тĕрлĕлĕхĕпе тĕлĕнтереççĕ.

Тĕнчере аваллăхран тымар илекен ал ĕçĕсем нумай, вĕсенчен пĕри — явни. Ученăйсем çын тăм савăт ăсталăхĕнчен чылай маларах явассине алла илнĕ тесе шутлаççĕ. Темиçе ĕмĕр тăршшĕ пирĕн йăх пуçараканĕсемшĕн универсаллă атă-пушмак пулса тăнă явнă çăпатасем кăна мĕне тăраççĕ! Явса тунă хÿмесемсĕр, тĕрлĕрен карçинккасемсĕр ĕлĕкхи хресчен пурнăçне куç умне ÿкерсе те пулмасть.

— Кашни çын кăмăлĕ пулсан халăх ăсти пулма пултарать, — тет Пишпÿлекре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вячеслав Трофимов.— Уйрăмах Раççей çынни! Çамрăкранах йывăç тăрăх касассипе киленеттĕм. Хам кухньă сĕтел-пуканне ăсталарăм. Токарь ĕçĕ те кăмăла каятчĕ.

Явас ĕçе те Вячеслав Трофимов çамрăкранах килĕштернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çĕршывра тĕрлĕрен пралук нумай пулнă. Çăмал хуçланакан тата тĕрлĕ тĕслисене шыраса тупма йывăртарах пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсенчен çамрăк ал ăстисем савнă хĕрĕсене валли илемлĕ çĕрĕсем, пилĕк валли пиçиххисем явса парнеленĕ. Вячеслав хăйĕн аллипе ашшĕнчен еткере юлнĕ «Жигули» автомобилĕн рулĕ валли кожух явнă.

— Тивĕçлĕ канăва тухсан хăва хуллисенчен пĕрремĕш хут чăх-чĕп валли çăмарта тума карçинккасем явнă хыççăн явас ĕçе алла илес кăмăл çуралчĕ, — тет Вячеслав Александрович. — Анчах йывăç хуллисем час хуçăлакан материал тата ăна ирхи çуркунне ятарласа хатĕрлемелле, ĕçе ярас умĕн ан хуçăлччăр тесе вĕри шывра тытмалла. Çапла пĕррехинче çуртра сĕтел-пукана ылмаштарнă хыççăн сĕтел-пукана чĕркесе килнĕ картон курупкасене тыттарнă çирĕп те çÿхе кантрасем юлчĕç. Питĕ ункайла материал пулса тăчĕç вĕсем. Тытса тăракан каркас валли алюмин пралук пырать.

Нумай пулмасть Вячеслав Трофимовăн ĕçĕсене Пишпÿлекри Культура керменĕн халăх ăсталăхĕн галереинче тăратнă. Вĕсем тимлĕхсĕр юлман. Кунта явнă пĕчĕк арчасем, кăрандашсемпе ручкăсем валли стакансем, тĕрлĕ карçинккасем курма пулнă. Кунсăр пуçне Вячеслав Александрович çеçке пахчисем валли декоративлă пĕчĕк хÿмесем ăста явать. Алăстин «ылтăн» аллисем тунсăхласа лармаççĕ!

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: