Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
17 Июлӗн 2019, 14:41

СИХУНРИ АЛĔÇ ĂСТИ ÇИНЧЕН ФИЛЬМ ŸКЕРНĔ

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Сукк-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева «Сихун ялĕнчи Елена Степанова алĕç ăсти палас тĕртме вĕрентни» фильм ÿкернĕ.

Иртнĕ çул Елена Степанова хăйĕн килĕнче (лаçра) çемье музейĕ уçнă. Пултаруллă хĕрарăм кĕске вăхăт хушшинчех музея темĕн чухлĕ авалхи экспонатсемпе пуянлатнă. Çав шутра палас тĕртмелли станок та пур. Хальхи вăхăтра хĕрарăм унпа вăхăт тупса усă курать.

Кино ÿкернĕ кун Елена Васильевна вырăнти шкулăн 11 класс вĕренекенĕсене палас тĕртекен станок епле ĕçленине кăтартса панă, çак ĕçри кăткăс вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă. Ачасем çаплах кил хуçи хĕрарăмĕ пуçтарнă экспонатсемпе, Степановсен ăру-тăванлăх йывăççипе паллашнă. Кунта ĕлĕк-авал килти хуçалăхра усă курнă хатĕр-хĕтĕре, хĕрсен пуçа тăхăнмалли тухйине, хĕрарăмсен кĕписемпе саппунĕсене, аслашшĕн медалĕсене, авалхи сăн ÿкерчĕксене курма пулнă. Çемье музейĕнче тĕрленĕ тата чĕнтĕрленĕ япаласем йышлă пулни те çамрăк ăрăва тĕлĕнтернĕ. Хăшĕ-пĕрисен çак ĕçе алла илес кăмăл та çуралнă. Елена Васильевна вара вĕсене яланах пулăшма хатĕр.

Надежда РОДИОНОВА.

Кармаскалă районĕ.
Читайте нас: