Вĕсем ахаль урапа кăна мар, кăткăс механизмлă тракторсем те пухма пултараççĕ. Ермолкинта çакнашкал «кулибинсем» темиçе. Вĕсенчен пĕри — Тахир Масабиров.
— Пирĕн ялта алăпа пухнă вăтăра яхăн трактор пур. Вĕсене тимĕр-тамăртан тунă пулин те, кил хуçалăхĕнче вĕсемсĕр ниепле те пулмасть. Алексей Ласточкин, Геннадий Андриянов — пирĕн ăстасем. Манăн хам пуçтарнă тракторсенчен ку — 14-мĕш. Ман шутпа, «мерс» (ăна ачасем çапла ят пачĕç) чи лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ. Кашнинче мĕн те пулин çĕнетсе, лайăхлатса тăватăн-çке, малтанхи йăнăшсене шута илетĕн.
Тракторăн çакса ĕçлемелли механизмĕсем те пур: тележка, косарка, гребалка.
Тахир Масабиров каланă тăрăх, тракторпа утă çулса, пуçтарса, турттарса килнĕ, Ăхпуçне 25 михĕ çĕрулми леçнĕ, Усак-Кичуран фураж тырри тиесе килнĕ тата ытти ĕçсем пурнăçланă. Хĕллене тĕрткĕç туса кăрса лартма шухăш пур ăстан.