Çăмран йăваласа япаласем тăвас ремесла манăçа тухнисен шутне кĕнĕ тем пулать. Анчах юлашки вăхăтра унпа интересленесси ÿссе кайнă. Тумтир, теттесем, тĕрлĕрен аксессуарсем — ăстаçăсен фантази вĕçевĕ мĕн кăна çуратмасть.
Çирĕклĕри Олеся Андреева чăн-чăн çăмран япаласем тума пуçланăранпа ытлашши нумай мар вăхăт иртнĕ. Вăл специальнăçĕпе художник-оформитель тата культорганизатор.
Çичĕ çул тăршшĕ Олеся ăсталăхне туптать. Малтан ансат япаласем тума вĕреннĕ, халĕ кăткăс техникăна та алла илет. Олеся ăсталанă япаласем çийĕнчех куçа илĕртекен стильпе, темĕнле ăшă туйăмпа палăрса тăраççĕ.
Астаçă каласа панă тăрăх, çак киленÿ «чÿречине» ăна Тамара Демьяновна Гончаровапа паллашни уçса панă. Хĕрарăм малтан картинăсем, унтан теттесем тума тытăннă, малалла аталанас, çĕннине вĕренес килне унăн. Çак ĕçĕн чаплă ăсти Ирина Садыкова патĕнче Уфара мастер-класс иртнĕ хыççăн Олеся çам ремеслинче тата та лайăхрах ăнланма пуçланă — çапла юбкăсем, жакетсем, пальтосем, шлепкесем, палантинсем, перчеткесем, алсишсем, тапочкисемпе çăматăсем «çут тĕнчене килнĕ». Интернет урлă ют çĕршывран (Австрали, Итали, Англи и Германи) хатĕр çăм туянса ĕçлет вăл, анчах малашне кунти ăратлă сурăхсен çăмĕнчен япаласем тума та шухăшĕ пур.
Олеся Валериановна аппăшĕн хĕрĕпе Роза Габдрахмановапа кĕççерен япаласем тăвас ремеслана анлă сарас тĕллевпе мастер-классем ирттереççĕ, терлĕрен фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсен ăсталăхне специалистемпе экспертсем пысăка хурса хаклаççĕ.
— Пĕтĕм пушă вăхăта кĕççерен япаласем тăвассине чыслатăп. Мĕн те пулин тума тытăнсан, чарăнаймастăн, процесс сана тĕпĕ-йĕрĕпе тытса илет. Малтан эскизсем тумалла, материал суйламалла, фактурăна палăртмалла, виçипе шаблон ÿкермелле… Кĕççе тумалла, йăваламалла, типĕтмелле…
Уфара «Гулистан-2019» халăх костюмĕсен фестивалĕнче эпир «Кĕççе асамлăхĕ» творчество мастерскойĕ пулса хутшăнтăмăр. Пирĕн пек ĕçлекенсем республикипе питĕ нумай, вĕсен ĕçĕсемпе паллашни пирĕншĕн усăллă та интереслĕ те пулчĕ.