Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
24 Кӑрлач 2020, 13:31

«Ырӑ ир» кӑларӑма чăваш арçынни лекнĕ

Юр хырмалли меллӗ кӗреҫе шутласа кӑларнӑ арҫынна федераци каналӗпе кӑтартнӑ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильева Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ăна федераци каналӗсемпе пӗрре мар кӑтартнӑ. Халӗ ав маттур арҫынпа «Пӗрремӗш каналпа» пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑм валли сюжет ӳкернӗ.
Хальхинче Вячеслав Васильев хӑй шухӑшласа кӑларнӑ кӗреҫепе тӗлӗнтернӗ. Унпа юр хырма питӗ меллӗ. Кӗреҫе юр тасатнӑ чухне йӗлтӗр пек шӑвать, ҫавна май харӑсах 80 килограмм ҫӗклеме пулать-мӗн.
Сӑмах май, малтан федераци каналӗпе Вячеслав Васильев шухӑшласа кӑларнӑ «курака», ҫырла йӑранӗсене сыхлаканскере, кӑтартнӑ. Чӑштӑртатаканскер каюрасене те хӑратать-мӗн.
Читайте нас: