Видео çинче — наци костюмлĕ кинемейсем. Хӗрарӑмсем пурте Баймак районӗнчи Нижнеяикбаево ялӗнче пурӑнаççĕ, вӑйӑ Киндер кӳлли ҫинче иртнĕ. Шӑннӑ кӳллĕн пăрĕ ҫинче вырӑнти ҫынсем хоккейла выляҫҫӗ. Кукамайсем иртнӗ вӑйӑ хыҫҫӑн унта йӗрке тума тухнă та, унтан чей ӗҫме шутланă. Паллах, чи лайăх тумĕсемпе тухнă, кайран вара хӑйсем те клюшкăсем алла тытнă. Асламӑшӗсене мăнукĕсенчен пĕри видео ÿкернĕ те, унтан Интернета кӑларса хунă. Палӑртса хӑварар, ял пысӑках мар — 100 ҫынтан кая мар. Пушкӑрт кукамӑшӗсен оптимизмӗпе хастар шухӑш-кӑмӑлӗ республикӑра пӗлтернӗ Сывлӑх тата хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗр çулӗсем валли питĕ килĕшсе тăрать.