Юрлӑ фигурӑсем ăсталасси — Русьре пурӑнакансен тахҫанхи йӑпанӑвӗ. Хӗл пуҫлансанах пурте юр ҫума тытӑнасса кӗтеççĕ. Юр муклашкисенчен мӗн кӑна туман-ха: ҫӑрасем, чĕрчунсем, скульптурӑсем — пӗр территорисенче темиҫе хула купаланӑ. Вӗсене шыв сапнӑ, калӑпӑшлӑ сӑнарсем кӑларса ҫуркуннеччен ҫапла хӑварнӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май кӗлеткесем ирĕлсе тепӗр хӗлччен инҫете ишсе кайса ҫухалнă.
Ҫак йӑла паянхи кун та упранса юлнӑ. Фигурӑсем ача сачӗсенче, шкулсенче, ахаль картишсенче юртан ӑсталаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, чи ансат та хӑвӑрт тăваканни — снеговик. Унта нумай ăс кирлĕ мар, виçĕ юр муклашки çине-çине лартатан та, хатĕр! Ӑна ачасем те ҫыпӑҫтарма пултараççĕ. Ача чухне карта хыçĕнче чăн-чăн «штаб» ăсталаканччĕ, астăватăр-и? Унтан крепость текенни те пулнă. Ача-пăча тултан кĕмен ĕнтĕ, пĕрре вăрçăлла, тепре карта тăрринчен юр ăшне сикмелле вылянă, ăнтан кайса çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăннă.