Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Киленÿ
3 Мартӑн 2021, 15:58

Мартăн 8-мĕшне мĕн парнелемелле?

ТОП-10 парне шутне çаксем кĕнĕ. Паллах, хĕрарăмсен шучĕпе.

Мартӑн 8-мӗшӗ валли парне суйланӑ чухне эпир пурте ялан тенӗ пекех йӑлана кӗнӗ тата хӑнӑхнӑ идейӑсене аса илетпӗр. Вӗсем, тен, хӗрарӑмсенчен нумайӑшне килӗшмеççĕ тата вĕсемпе тĕлĕнтерсе пулмасть, анчах та вӗсем нумай ҫул тăршшĕ ТОП-10 шутне кĕреççĕ.
Чечексем. Вӗсемсӗр Мартӑн 8-мӗшӗн уявне куҫ умне кӑларса тӑратма май ҫук.
Пылак çимĕç. Вӗсем хӗрарӑмсене нумайӑшне килӗшеҫҫӗ, анчах тӗрӗс суйласа илмелле.
Ювелир япаласем. Ҫакӑ вӑл пур хӗрарӑмшӑн та чи хаклӑ парнесенчен пӗри, çапах та вӑл хаклӑ та вырӑнлӑ.
Парфюмери. Тепӗр лайӑх парне, анчах чи ҫывӑх ҫыншӑн кăна, мĕншĕн тесен кама мĕн килĕшет-çке.
Йӑлари приборсем, килте тыткаланмалли япаласем. Вӗсене час-часах тӑван-хурӑнташсене парнелеҫҫӗ, кунта ним япӑххи те ҫук, паллах, ҫак япала чăннипе те хальхи вӑхӑтра кирлĕ пулсан аванрах.
Кружка. Ҫавӑн пек савӑт-сапа суйласа илесси питӗ ансат, ҫавӑнпа кашни хитре майрана ӑна килӗшекен пӗр-пӗр япала суйласа илме пулать — кулӑшла ӳкерчӗкпе е сӑнӳкерчӗкпе, стильпе е ытти йышши савӑт-сапа.
Ҫемҫе тетте. Вӗсене ҫамрӑк хӗрсене парнелеҫҫӗ.
Косметика. Декоративлӑ косметика парнелеме чылай чухне кирлӗ мар, йӑмӑкна пулсан ҫеҫ, хальлӗхе хӑй валли мӗн илес килнине пӗтӗмпех туянма пултараймасть вĕт. Акӑ тӗрлӗрен интереслӗ хатӗрсем, сӑмахран, алӑпа тунă ванна валли бомбочкăсем е чечек евӗрлӗ супӑнь вырӑнлӑ пулмалла.
Фотоальбом е фотоӳкерчӗк рами. Ҫакӑ кӑмӑллӑ та усӑллӑ презент, вĕсем вара пурне те килӗшеҫҫӗ.
Ваза е статуэтка. Урӑххине суйласа илме йывӑр пулсан, вӗсене час-часах парнелеҫҫӗ.
Читайте нас: