Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ.
Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ.
«Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор.
Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса панă. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем!» тесе кӗскен ӑнлантарнинче, @prosto.maria00 ял пурнӑҫӗ пирки савӑнӑҫлӑ кӗске видеосем чылай вырнаҫтарать. Ун каналне ҫырӑннисен йышӗ — 5 пин ытла.