Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
31 Августӑн 2021, 09:27

Комплектра - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх

Пишпÿлекри Алена Васильева ал ăсти чăваш орнаменчĕпе малалла ĕçлет.

Комплектра  - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх
Комплектра - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх

— Эпӗ чӑваш орнаменчĕпе ĕçе малалла тӑсатӑп. Эрне пуҫламӑшӗ ҫап-ҫутӑ пултӑр! Айтӑр ӑна пӗрле вулар, — сĕнет Пишпÿлекри Алена Васильева ал ăсти хăйĕн социаллă сетьри страницинче.

Симӗс ромб — пирӗн ҫӗр.

Ҫак шурӑ элемент — шанчӑклӑх, юрату, пӗрлӗх. Пӑхӑр-ха, авӑнчӑк йӗрсем чӗрене сӑнласа параҫҫӗ.

Сарӑ элемент — йӑх вӑйӗ, наци. Ку элемент сыхлăх палли. Вӑта ҫӗрти ромб тӑван кил, ҫемье вучахӗ тенине пӗлтерет. Авӑнчӑк йӗрсене варинкке теҫҫӗ. Тӑван килтен япӑх энергие илсе тухмалла та ӗнтӗ вӗсен.

Вӑт ҫакӑн пек вӑйлӑ та стильлĕ комплект пулса тухрӗ. Ан тив, вӑл хуҫине ӑнӑҫупа телей кӳтӗрех!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Алена Васильеван ВКонтакте страницинчен.

Комплектра  - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх
Комплектра  - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх
Комплектра - чăваш эрешĕсемпе сыхлӑх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: