Пишпÿлекри Валерий Чернов ӗҫ ветеранӗ волейбол - спортӑн юратнӑ тӗсӗ.
Нумай арҫыншӑн волейболла выляни, шкулти физкультура урокӗсенчен пуҫласа, унтан ҫитӗннӗ ӗҫ коллективӗсен юлташла тӗлпулӑвӗсенче те яланах юратнă спорт тӗсӗ пулнӑ. Волейболла сетка айӗнче туслӑ ушкӑнра паян ватти те, вĕтти те савӑнсах вылять.
— Шкул саккинчен волейболпа кӑсӑклантӑм. Пысӑк спортсменсен вӑййи вӗт ку. Манӑн пÿ тăршшĕ 197 сантиметр, - кулкаласа каласа парать Валерий Васильевич. — Ҫитмӗл пӗр ҫул тăршшĕнче манӑн районти турнирсемпе ӑмӑртусенче нумай выляма тиврӗ. Халичченех ФОКаҫӳретӗп, унта каҫсерен ман пекех волейбол фаначӗсем юлташла тĕлпулăва выляма пухӑнаҫҫӗ. Ку чуншӑн. Кайран хама ҫамрӑкланнӑ пек туятӑп, ывӑннӑ пулсан та. Пирӗн районта час-часах иртекен волейбол ӑмӑртӑвӗсене пĕрне те сиктерместĕп, болельщик пулса килетĕп.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.