Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Киленÿ
12 Декабрӗн 2021, 11:20

Мӗн вӑл декупаж?

Француз   чӗлхинчен куҫарсан декупаж (фр. Dеcouper — касса илесси) — тӗрлӗ япаласене  ҫиелтен тунӑ декораци техники, вӑл ӳкерчӗксене касса ҫыпӑҫтарассипе тата лакпа ҫыпӑҫтарассипе (сыхласа хӑварас, вӑрӑм ӗмӗр тата виҫеллӗ эффект пултӑр тесе) ҫыхӑннӑ.

Мӗн вӑл декупаж?
Мӗн вӑл декупаж?

Декупаж Вӑтам ӗмӗрсенче пуҫланса кайнӑ. Германире XV ӗмӗр вӗҫӗнче ҫак искусство пирки пӗрремӗш хут асӑннӑ, унта касса кӑларнӑ картинӑсемпе сӗтел-пукансене эрешлесе илемлетме пуҫланӑ. Ҫак техникӑпа кӑсӑкланни XVII ӗмӗрте Европӑра, Китай тата Япони стилӗнчи сӗтел-пукан модӑна пырса кӗрсен, ҫитнӗ. Венецири ӑстаҫӑсем ӑста ӳкерчӗксем касса сӗтел-пукан ҫине ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсене хӳтӗлеме 30-40 сийпе лак витнӗ.

Декупажӑн историйӗ  питӗ вӑрӑм. Ҫак техникӑпа кӑсӑкланакан паллӑ ҫынсем хушшинче — Францин королеви Мария Антуанетта, Мадам де Помпадур, Лорд Байрон, Матисс тата Пиккасо.

Халӗ ҫак авалхи техника тӗрлӗ ҫӗршывсенче декорацисем, шлепкесем, патнуссем, елка эрешӗсем, хӗвел сехечӗсем, шкатулкӑсем, савӑт-сапа, упаковкӑсем тата ытти те, ҫавӑн пекех эксклюзивлӑ япаласем, модӑллӑ аксуарсем тунӑ чухне каллех анлӑ сарӑлнӑ.

Декупаж пулӑшнипе чи хӑтсӑр япала та чӑн-чӑн искуссто произведенийӗ пулса тӑма пултарать! Мӗншӗн тесен ҫак техникӑпа усӑ курнӑ чухне тӗлӗнмелле улшӑнусем тума пулать.

Мӗн вӑл декупаж?
Мӗн вӑл декупаж?
Автор:
Читайте нас: