Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
10 Кӑрлач 2022, 15:40

Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?

Ӑмӑртусене Пишпӳлек тата Мияки районӗсенчен 10 ҫын хутшӑннӑ.  

Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?
Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?

Ӗнер Ситекпуç пӗвинче пăр айĕнчен пулă тытакан пулӑҫсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Ӑмӑртусене Пишпӳлек тата Мияки районӗсенчен 10 ҫын хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнакансене пулӑ тытма сехет ытла панӑ. Ҫанталӑк лайӑхчӗ, анчах пулă хыпасси пирки апла калаймӑн. Анчах та унта хутшӑнакансем пурте тенӗ пекех нумаях мар пулӑ тытма пултарнă.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Ильмир Хисамов (Мияки районӗ) йышӑннă, иккӗмӗш вырӑна Владимир Семенов, пӗрремӗш вырӑна вара пӗлтӗрхи пекех Надежда Семенова йышӑнчӗ. Хутшӑнакансем, призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем район администрацийӗнчен пысӑках мар парнесемпе грамотӑсем илнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн социалла сетьри страницинчен.
#ЗимняяРыбалка
#БижбулякскийРайон
#Седякбаш

Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?
Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?
Ситекпуçĕнче пулăçсем миçе пулă тытнă?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: