Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
24 Мартӑн 2022, 15:24

Ачасем театр тĕнчипе паллашрĕç

Ситекпуç ачисем «Йăва» юмаха лартса панă.  

Ачасем театр тĕнчипе паллашрĕç
Ачасем театр тĕнчипе паллашрĕç

Ситекпуç ачисем «Йăва» юмаха лартса панă.

Театр вӑл — яланах уяв. Унпа савӑнӑҫ, хаваслӑх, чун-чӗрери туйӑмсем, ҫӗнӗ шухăшсем ҫыхӑннӑ. Куракан кӑна мар, спектакле хутшӑнакан пулма та питӗ интереслӗ! Ачан кӑмӑл-туйӑм сферине пуянлатас тата унӑн пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе пирӗн ача садӗнче "Театр эрни" ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Эрне тулли те интереслӗ пулчӗ. Театр ҫурчӗн тытӑмӗсемпе, театрсен сӑнӗсемпе тата театр профессийӗсемпе паллашрӑмӑр. Ачасем театр ҫинчен калакан пӗлӗве ҫирӗплетрӗҫ, театрта хӑйсене тыткаламалли правилӑсене тепӗр хут каларӗҫ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасен ушкӑнĕ, чи пĕчĕккисем таранах, театр постановкине хатӗрленчĕ — афишӑна, атрибутсене, юмахри декорацисене ӳкерчĕç, ҫавӑн пекех спектакль курма билетсем турĕç. Аслӑ ушкӑнри ҫамрӑк артистсем пӗчӗккисем умӗнче хӑйсен артистла пултарулӑхне кӑтартрӗҫ те "Йăва" юмаха лартрӗҫ. Вӗсем юратнӑ юмах геройӗсене хаваспах вылярĕç.

Светлана СТЕПАНОВА,

Ситекпуçĕнчи «Сказка» ача сачĕн воспитателĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Светлана СТЕПАНОВА.

Ачасем театр тĕнчипе паллашрĕç
Ачасем театр тĕнчипе паллашрĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: