Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Киленÿ
13 Майӑн 2022, 09:15

Кичемлӗх вӑл — манӑн мар

Пишпÿлек ӑсти Галина Ахметова хаҫатран чӑн-чӑн хулӑран тунӑ пек япаласем ҫыхать.  

Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар

Карҫинккасем, ҫӑкӑр савӑчӗсем, шкатулкӑсем, урайне лартмалли вазӑсем — Галина Ахметова ӗҫӗсен пĕчĕк переченӗ кӑна. Ку ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла, ывӑлӗ кубыза вӗренме кайсан, кӑранташсем хумалли авса тунӑ савăт илсе килсен кăсăкланма пуçланă. Кӑсӑкланнă, килте вӗренме тытӑннă. Халӗ ӗнтӗ хӑйӗн юратнӑ хоббисӗр пӗр кун та пурăнаймасть. Малтан Галина Федоровна йӑлари усӑллӑ япаласем тунă, ĕçлеме хăнăхнă темелле. Унтан пулӑшу ыйтма интернета куҫнӑ, изделисен списокне пысӑклатнă, тӑван-хурӑнташĕсемпе пӗлӗшĕсене парнесем туса панӑ. Ҫак япаласене пурне те хаҫатран туни ҫинчен шухӑшлама та йывӑр. Капла пӑхсан материал хӑвана ытларах аса илтерет, анчах Галина Федоровна калашле, ҫирӗплӗхӗпе унпа танлаштарма пулать. Хута лакпа сӑрӑ çирӗп тӑваҫҫӗ. Хутран авма самай ҫӑмӑлрах.

— Питӗ лайӑх карçынккӑсем пирӗн юратнӑ район хаçатĕнчен пулаҫҫӗ, хут ҫӑмӑллӑн пӗтӗрӗнет те хӑвӑртрах авкаланать. Вӑтамран, пӗр хаҫат эксклюзивне тума виҫ-тӑватӑ кун каять: пĕр кун — хутран патакасем тума валли, тепĕр кун — авса ҫатансем валли, унтан сӑрлама, лакировка тума, — каласа парать алӑ ăсти.

Ун аллинчен интерьер эрешӗсем: карçынккӑсем, кӑкшӑмсем, сӑмаварсем, подноссем, вазӑсем, коробкӑсем тухаҫҫӗ. Галина Федоровнӑн авса тунӑ изделисен ҫарӗ ҫӗре яхӑн шутланать. Имҫам хыҫҫӑн хут питӗ ҫирӗпленет, йывӑҫ пек темелле. Изделисемпе вăрах усă курма пулать, ҫӗтӗлсе пӗтесрен ҫирӗп тӑраҫҫӗ, питӗ лайӑх ҫӑвӑнаҫҫӗ.

— Чылай совет хӗрарӑмӗсем пек, яланах алӑ ӗҫӗпе ӗҫленӗ. Пирӗн ӑрӑва ал ӗҫне хӑнӑхтарнӑ, ССР союзӗнче нимӗн те пулман — тӑхӑнма та, ҫурт-йӗре илемлетме те. Ӗмӗр тӑршшӗпех модульнӑй картинӑпа, çыхассипе, тӑварланӑ чустапа, чулсен росписӗпе киленсе пурӑнтӑм. Кичемленсе ларасси маншăн мар, манăн ялан мĕн те пулин алăпа тумаллах, — ӑнлантарать Галина Федоровна.

Пӗр япала тума виҫине кура 50-ран пуҫласа 1 пин трубка таран каять. Мастер хӑйӗн хоббийӗ ӑна питӗ хытӑ туртнине йышӑнать. Хутран авса тума пуҫласанах вӑл хӑйне ҫакӑн пек килӗшессе шутламан та. Галина авса тунӑ япаласене хӑй валли ҫеҫ мар, заказ валли те тӑвать.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Галина Ахметован архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Кичемлӗх вӑл — манӑн мар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: