Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
25 Июлӗн 2022, 17:04

Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ

Пăслăкри ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист А. Баталова ачасемпе  вӑйă ирттернӗ.

Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ
Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ

Ҫулла вӑл - пӗчӗк пурнӑҫ, теҫҫӗ! Ачасемшӗн ҫулла каникул, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та ним шухӑшсӑр ирттермелли вӑхӑт. Çав вăхăт ачасемшĕн хӑрушлӑхсӑр та инкексӗр ирттӗр тесе Пăслăкри ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист А. Баталова ачасемпе "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ.
Ыйтусен тупсăмĕсене тупасси тата вичкĕн пулмалли заданисем - акӑ мӗн тунă ачасем питĕ хавхаланса. Тата мероприяти вӑхӑтӗнче "Хута иккӗмӗш пурнӑҫ" экологи акцийӗ иртнĕ.


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ
Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ
Пăслăкра "Хӑрушсӑр ҫулла" ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: