Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Киленÿ
6 Декабрӗн 2022, 16:40

Пур ӗҫе те ӑста ырă кăмăллă вĕрентекен

Пишпÿлекре пурӑнакан Тамара Федотова 368 сасӑ пухса конкурсра мала тухрĕ.

Пур ӗҫе те ӑста ырă кăмăллă вĕрентекен
Пур ӗҫе те ӑста ырă кăмăллă вĕрентекен

 «Газета «Светлый путь»I Бижбуляк» ВК пӗрлешӗвӗнче Анне кунӗ тӗлне "Манӑн анне — ӑстаҫӑ" конкурс пӗлтернӗччĕ, вӑл Пишпÿлек ҫӗрӗ пултаруллă ҫынсемпе пуян пулнине тепӗр хут кӑтартса пачĕ: пӗрисем хаваслансах ҫӗлеҫҫӗ, теприсем ҫыхаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем кондитер япалисем пӗҫереҫҫӗ… Çӗнтерӳҫе 23 конкурсанткӑран хӑйсен сассисене парса пӗрлешӗве хутшӑнакансем палӑртрĕç. Пишпÿлекре пурӑнакан Тамара Федотова 368 сасӑ пухса унта мала тухрĕ.

— Маншӑн сасӑлакансене пурне те тавтапуҫ. Манӑн шкулти ĕçтешсене те, унченхи тата хальхи вӗренекенсене те, хурӑнташсене те, туссене те, — ҫак конкурсра хӑйне пулӑшакансене пурне те тав турӗ Тамара Серафимовна. — Конкурсра ҫӗнтернӗшӗн хамӑн парнене районти "Пурне те фронт валли" группӑна леҫсе паратӑп.

Тамара Серафимовнӑна чи малтан амӑшӗ алӑ ӗҫӗн никĕсĕсене вӗрентнӗ. Ҫӗвӗ, йӗппе, ҫекӗлпе ҫыхасси, тӑварлӑ чустаран тунӑ калӑпӑшлӑ теттесем тӑвасси, аппликаципе тӗрлӗ техникӑра ӳкересси, кулинари — ӑстаҫӑ пӗр хаҫат статйинче мӗн-мӗн тума ăста пулни ҫинчен каласа пама йывӑр, вӗсене шутласа та кӑларас ҫук. Вӑл нихҫан та ӗҫсӗр лармасть: ӑна мӗн интереслентерет, ҫавна пурнӑҫа кӗртетех, хӑйӗн чунӗн пӗр пайне хывать. Тамара Серафимовнӑн килти коллекцийӗ яланах ҫӗнӗ япаласемпе тулать. Тӑванӗсемпе тусӗсене вара вӑл хӑйне евӗрлӗ парнесемпе савӑнтарать.

Творчество унпа ӗмӗр тӑршшӗпех — профессипе те, чун хушнипе те юнашар пырать. Тепӗр тесен, вӑл 37 ҫул Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти пуҫламӑш классен учителӗнче ӗҫлет.

Хаçат çырăнтарнă кампани вӑхӑтӗнче Тамара Серафимовна район хаҫачӗпе 40 ҫул ытла уйрӑлманнине палӑртмасӑр тӑма пултараймастӑп. Ҫак туслӑх ача чухнех пуҫланнӑ. Ун чухне районкăна ашшӗ-амӑшӗ ҫырӑнса илнӗ, кайран вара ҫак ырӑ йӑла унӑн ҫемйине те куҫнӑ: "Светлый путь" ҫулсерен Федотовсен почта ещӗкне пырать. Район хаçачĕн страницисенче унӑн авторла статйисем те час-часах пичетленсе тухаҫҫӗ.

— Хаҫат пурӑнтӑр тетӗп, — тет вӑл. — Пирӗн ентешсем ҫинчен вулама килӗшет. Вӗсем хушшинче интереслӗ ҫынсем нумай вӗт. Эпӗ пурнӑҫа питӗ юрататӑп. Пурне те лайӑх тӑвас тетӗп, мӗншӗн тесен ман таврари ҫынсене ҫӑмӑл пулсан, манӑн пурнӑҫ та ҫап-ҫутӑ ҫутӑпа ҫуталма пуҫлать, — терӗ юлашкинчен уҫӑ чӗреллӗ, ырă чунлӑ хӗрарӑм. — Телейлӗ, сывӑ пулӑр, хавхаланӑр!

Ирина ФОМИНА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ФОМИНА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Пур ӗҫе те ӑста ырă кăмăллă вĕрентекен
Пур ӗҫе те ӑста ырă кăмăллă вĕрентекен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: