Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Конкурссем
16 Кӑрлач 2019, 16:45

ВИЛĔМСĔР «НАРСПИЕ» ИНТЕРНЕТ УРЛĂ ТĔПЧЕТПĔР

Иртнĕ çул «Нарспи» поэма пуçласа пичетре кун çути курнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсем чылай мероприяти ирттерчĕç.

Вĕсенчен пĕри Пишпÿлек районĕнчи «Çутă çул» хаçат, тĕп библиотекăри Пушкăртстанри чăвашсемпе ĕçлекен сектор тата «ВКонтакте» социаллă сетьри «Чуваши Бижбулякского района» ушкăн йĕркеленĕ «Нарспи» - вилĕмсĕр поэма» интернет викторина шутланать.


Асăннă ăмăрту июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа декабрь вĕçĕччен пынă. Викторинăна ялсенчи вулавăшсене çÿрекенсемпе шкул ачисем, аслă ăрури çынсем хутшăннă. Районтан çеç мар, Элшей тăрăхĕнчен те. Çавăн пекех чăвашсемпе пĕрле тутарсем те вăй виçнĕ. Пурĕ вĕсен 19 ыйту çине тулли хурав памалла пулнă. Чăн та ыйтăвĕсем çăмăл тесе калаймăн. Чылайăшсем поэмăри вăл е ку самантсемпе çыхăннă. Хайлава хронологи тăрăх пăхса тухни те (пуçласа хăçан çырнă тата мĕнле кĕнекере пичетленнĕ, миçе чĕлхене куçарнă тата камсем, юлашки вăхăтра «Нарспипе» мĕн çĕнни пулса иртнĕ тата ытти те) пур. Кăсăкланакансене «ВКонтакте» сетьри «Чуваши Бижбулякского района» ушкăна кĕрсе пăхма (июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ) сĕнетпĕр.

Нумаях пулмасть вара интернет викторинăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă, савăнăçлă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсемпе унта хутшăнакансене чысланă. Малтанхи виçĕ вырăна йышăннисем Дипломсемпе пĕрле самай пысăк виçеллĕ укçан премисене тивĕçнĕ. Нухратне вырăнти спонсор тупма пултарнă. Ермолкино ялĕнчи вулавăша тăтăшах çÿрекен Розалина Масабирова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 1 степеньлĕ дипломсăр пуçне 15 пин тенкĕллĕ конверта алла илнĕ. Пăслăкри К.В. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулта улттăмĕш класра вĕренекен Анастасия Власова иккĕмĕш пулнă. Вăл 10 пин тенке тивĕçнĕ. Парнеллĕ тепĕр (виççĕмĕш) вырăна Хушăлка ялĕнчи вулакан Элина Новикова тухнă. Унăн преми виçи 5 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех викторинăна хутшăнакан вунă çынна Тав çырăвĕ тата 1-шер пин тенкĕ парса хавхалантарнă.

Чыслав вăхăтĕнчи мероприятие Ермолкино ялĕнчи 85 çулхи Анна Андрияновапа Пишпÿлекри 2№ вăтам шкулти 2«в» класра вĕренекен Ксения Филиппова хăйне евĕр илем кÿнĕ. Вĕсем «Нарспи» поэмăри сыпăксене пăхмасăр вуланă. Тĕп библиотекăра чăвашсемпе ĕçлекен сектор ертÿçи Наталья Тарасова 100 çул ытла каялла çырнă хайлав паянхи куншăн та çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, поэма вилĕмсĕр пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсем «Нарспи» - вилĕмсĕр поэма» интернет викторинăна тĕнче тетĕлĕнче йĕркеленĕ пĕрремĕш ăмăрту темелле. Унăн тĕп тĕллевĕ çитĕнекен ăру патне чăваш халăхĕн литература, культура эткерĕсене илсе çитересси шутланать. Викторинăна йĕркелекенсем малашне те çакăн евĕр мероприятисем ирттерме ĕмĕтленеççĕ. Ăна вĕсем Ухсай Яккăвĕ, Владимир Аптраман çыравçăсен ячĕпе çыхăнтарма палăртаççĕ. Тен, пултаруллă çамрăк юрăçсемпе тăшăçăсен е купăсçăсен конкурсне те йĕркелĕç. Çавăнпа та сире, хисеплĕ вулакансем, тимлĕ пулма ыйтасшăн. Вăхăтран вăхăта «ВКонтакте» «Чуваши Бижбулякского района» ушкăна, «Урал сасси» хаçат сайтне («Одноклассники», «ВКонтакте» ушкăнсемпе пĕрле) кĕрсе тухма сĕнетпĕр. Пурне те ăнăçу сунатпăр.
Читайте нас: