Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
4 Июлӗн 2019, 12:41

«НАЦИ ТУМĔ» НОМИНАЦИНЧЕ I ВЫРĂН

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи вĕрентÿ управленийĕ пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинче «Пушкăртстан халăхĕсем республика çирĕпленĕвĕнче тата аталанăвĕнче» конкурс ирттернĕ. Акă кĕтнĕ самант çитрĕ‚ пĕтĕмлетÿсем паллă.

П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ «Наци тумĕ» номинацинче I вырăн йышăннине пĕлтерме кăмăллă.

Асăннă шкул директорĕ конкурса хутшăннă ачасене, интереслĕ мероприятисем ирттерме пулăшнă ашшĕ-амăшĕсене‚ вĕрентекенсене тав тунă.

Кашни наци вырсарни шкулĕн хăйсен пултарулăх ушкăнĕсене валли тумсем туянма майсем сахал пулни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Пĕр вăхăтра П.М.Миронов ячĕллĕ шкулта та çак енчен йывăр лару-тăру пулнă. Хула ачисем вара алла мĕн лекнипе сцена çине тухасшăн мар. Çавăнпа Вера Михайловна Тарасова пысăк категориллĕ вĕрентекен республикăра пурăнакансен куçне курăнакан çитменлĕхе хăйĕн аллипе сирсе яма шутланă. Вăл хăйĕн пуçарулăхĕпе‚ шкултан укçа-тенкĕ илмесĕр‚ алă вĕççĕн 30 ытла пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе наци тумĕсем хатĕрленĕ. Халь те П.М.Миронов ячĕллĕ шкул вĕренекенĕсем ытти регионсенчи концертсене хутшăнаççĕ. Вĕсене В. Тарасова ал ăсти çĕленĕ наци тумĕпе уйăрса илеççĕ. Раççей кунне уявланă кун та Вера Михайловна хăй аллипе ăсталанă‚ тĕрленĕ тумсен кăтартăвне йĕркеленине те палăртса хăвармалла.

Ирида НОВИКОВА.

Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: