Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Конкурссем
10 Июлӗн 2019, 13:47

Пушкăртстанра пурăнакансем республикăн 100 çулне чысланă сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнма пултараççĕ

Пушкăртстанăн Обществăлла палати республика çĕр çул тултарнине чысланă регионти сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнма йыхравлать.

Конкурса кăмăл тунисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Чи тĕп ыйтăвĕ — конкурса хутшăнакан сăн ÿкерчĕксене Пушкăртстанăн территоринче тумалла, тăватă сăн ÿкерчĕкрен ытлашши мар ярса памалла, кашни номинацинче: «Истори еткерлĕхĕ», «Симĕс Пушкăртстан», «Халăх чĕри», «Пурнăç хăвачĕ» пĕрер сăн ÿкерчĕк.

Республикăн Обществăлла палатин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, сăн ÿкерчĕксем цифрăллă форматпа пулмалла. Кашни номинацинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене палăртаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене Пушкăртстанăн Обществăлла палатин дипломĕсемпе тата парнесемпе хавхаланатарççĕ.

Сăн ÿкерчĕксемпе конкурса хутшăнма çырнă заявкăна орг[email protected] электрон почта çине «Фотоконкурс» тесе çырса 2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен сентябрĕн 1-мĕшĕччен ярса памалла. +7(347) 218-12-52 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: