Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Конкурссем
22 Июлӗн 2019, 18:03

Пушкăртстанра чи хитре яла палăртĕç

Пушкăртстанра «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялĕ» конкурс пуçланать.

Ăна «Пушкăртстан Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕн совечĕ» Ассоциацийĕ йĕркелет. Конкурса республикăри ялсенчи вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас, вырăнти территорисенче вырăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине халăха хастартарах явăçтарас, ялта пурăнма илĕртес тата ялта пурăнмалли условисене лайăхлатас, тăван çĕршыва, яла юратма вĕрентес, граждан хастарлăхĕпе пуçарулăхне аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ.

Конкурса хутшăнма Пушкăртстанри 5000 таранччен çын пурăнакан ялсене йыхравлаççĕ. Конкурса хутшăнмалли условисенчен пĕри ял-йыш пухура пĕр шухăшлă пулса конкурса хутшăнма решени йышăнни пулать, çавăн пекех муниципаллă район руководствин сĕнĕвĕсем.

Кăçал конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен заявкăсем йышăнаççĕ тата çирĕплетнĕ положени тăрăх вĕсене хак параççĕ.

Заявкăпа пĕрле тăратмалла:

— ял историне çутатса пани;

— конкурс Положенийĕпе палăртнă критерисен таблицине çырса тултарни;

— тирпей-илем кĕртес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсене сăнаса пани;

— территорине тирпейлессине тата тытса тăрассине халăх мĕнле хутшăннине пĕлтерни;

— ялăн сăн ÿкерчĕкĕсем, видеоматериалсем.

2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен ирттерме планланă иккĕмĕш тапхăрта Пушкăрт спутник телекуравĕн телеканалĕнче финалистсен видеопрезентацине кăтартĕç, унтан куравçăсен сасăлавне ирттерĕç.

Куравçăсен сасăлавĕ вĕçленсен конкурс комиссийĕ конкурсăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пилĕк яла палăртать.

Чи пысăк пĕтĕмлетÿ хакне илнĕ çĕнтерÿçĕсем конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕнче палăраççĕ.

Конкурс комиссийĕ ялăн тулаш сăнне кăна мар, унăн историне те, ял-йыш ял пурнăçне хутшăннă шая та, интернет уçлăхĕнче ялăн ушкăнĕ пулнине те, халăх ялăн культура йăли-йĕркине сыхласа хăварнине те шута илет.

Конкурсăн çĕнтерÿçисене дипломсемпе тата укçан премипе хавхалантараççĕ. 1-мĕш вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕ ялта «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялĕ-2019» ятарлă стелла лартаççĕ.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунисен «Пушкăртстан Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕн совечĕ» Ассоциацин ĕç тăвакан аппаратне Уфа хули, Тукаев урамĕ, 46, 221-мĕш кабинт адреспа заявка памалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (347) 280-85-09, (347) 280-81-82.
Читайте нас: