Çутă çул
+9 °С
Облачно
Конкурссем
19 Августа 2019, 09:16

"МЦЫРИ" ФЕСТИВАЛЕ ХУТШĂНĂР

Пушкăртстанри çамрăк поэтсене „Мцыри” фестивале хутшăнма чĕнеççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Сентябрĕн 12-13-мĕшĕсенче Пушкăртстанра Пĕтĕм Российăри çамрăк поэтсен „Мцыри” уçă фестивалĕн Кăнтăр Уралти турĕн регион тапхăрĕ иртет.


Унта 27 çултан аслă мар вырăсла çыракан çамрăк поэтсем хутшăнма пултараççĕ.


Регион тапхăрăн куçăн суйласа илмелли турĕ сентябрĕн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекин никĕсĕнче иртет, жюри членĕсем конкурсантсен чи лайăх поэзи хайлавĕсемпе паллашĕç.


Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе призсем парĕç. Регионти тапхăрăн призерĕсем фестиваль финалне хутшăнĕç, вăл 2019 çулхи октябрьте Мускавра иртĕ.


Читайте нас