Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
23 Августӑн 2019, 12:00

УРĂ ЯЛ-2019

Пушкăртстан Республикин муниципаллĕ районĕсенче „Урă ял-2019” конкурс пырать.

Пушкăртстан Республикин муниципаллĕ районĕсенче „Урă ял-2019” конкурсăн район тапхăрне заявкăсем йышăнасси вĕçленнĕ. Муниципаллĕ районсен администрацийĕсем конкурса хутшăнакан претендентсене палăртнă.


Пĕрремĕш тапхăра 53 районтан 400 ытла ял хутшăнать. Илĕш районĕнчен чи нумай заявка пулнă, унта 22 ял хутшăнать. Аургазă тата Янаул районĕсенче – 18-шар ял, Давлекан, Кăрмăскалă, Мелеуз районĕсенче – 16-шар ял. Республикăри районсенчен нумайăшĕнче ялсем пурте хутшăнаççĕ. Сăмахран, Стерлибаш районĕнче пĕр ял та айккинче юлман. Зианчура районĕнче администраци пуçлăхĕн пуçарăвĕпе хăйсен приз фондне палăртнă. Район тапхăрĕнче çĕнтернĕ ял 300 пин илет, иккĕмĕшĕ – 200 пин, виççĕмĕшĕ – 100 пин.

Малалла çак ялсенче ăмăрту тапхăрĕ пуçланĕ: алкоголизмпа кĕрешес енĕпе мероприятисем хатĕрлесе ирттересси, алкоголь ĕçессине тата табак туртассине пропагандăлакан рекламăна пĕтерме тĕлленĕ вĕрентÿ ĕçĕ илсе пырасси, çынсем алкоголе, табака тата ытти наркотик им-çамĕ тытăнса тăракан хатĕрсене пăхăнса пурăнассинчен хăтарасси, сывалассин проблемисем тăрăх курссем, конференцисем, форумсем йĕркелесси, çакăн пек ĕç илсе пыракан государство тата ытти организацисемпе çыхăнăва йĕркелесси.


Район тапхăрĕ ноябрĕн 19-мĕшĕччен пырĕ. Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен участниксем проекчĕсене халăх умĕнче хÿтĕлесси иртмелле. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн итогĕсене муниципаллĕ районăн йĕркелÿ комитечĕ тăвĕ.


Республика тапхăрне заявкăсем йышăнасси декабрĕн 1-мĕшĕнче пуçланĕ.


Конкурс участникĕсене халăх умĕнчи активлăх, массăллă информаци хатĕрĕсенче тата социаллă сетьсенче информаци сарни тăрăх та хаклĕç.


Йĕркелÿçĕсем çĕнтерÿçĕсене кăна мар, финалистсене те тата участниксене те преми пама шантараççĕ. Конкурсра çĕнтернĕ ял 500 пин тенкĕ илĕ. Иккĕмĕш вырăна тухакан ял – 250 пин тенкĕ, виççĕмĕшĕ – 150 пин тенкĕ. Çак укçапа ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртме тата ытти ыйтусене татса пама усăланма май пулĕ. Проектăн финалисчĕсем 25 пин тенкĕ илĕç. Çаплах активистсем – пенсионерсем, культура тата спорт работникĕсем – 10 пин тенкĕ укçан преми илĕç.

Читайте нас: