Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
28 Августӑн 2019, 16:54

РАÇÇЕЙРЕ ĔНЕ СĂВАКАН ЧИ ЛАЙĂХ ОПЕРАТОР ПУШКĂРТСТАНРАН

Август уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнче Алексеевка ялĕнчи Культура çуртĕнче ĕнесене машинăпа сăвакансен хушшинче иртнĕ Раççей шайĕнчи XXVII конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Хăйсен профессийĕн чи лайăх ăсти ята илессишĕн Раççейĕн 55 регионĕнчен 60 ĕне сăвакан кĕрешнĕ. Конкурс виçĕ пайран тăнă: теорие пĕлнине тĕрĕслени, ĕне сумалли аппарата сÿтсе пуçтарни тата ятарлă залта ĕнесене суни. Ăмăртакансем «Алексеевский» совхозăн çĕрĕ çинче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, ăсталăхĕсене кăтартнă. Ĕне сăвакансен ĕçне пурĕ 40 судья хак панă. Специалистсем çĕнтерÿçĕсене 5 номинаципе палăртнă.

Ыттисемпе танлаштарсан нумай балл пухнă машинăпа сăвакан чи лайăх оператор ята, çавăн пекех «Конкурсăн чăн чемпионĕ» номинацинче çĕнтерÿçĕ пулма Пушкăртстанта ĕçлесе пурăнакан Юрий Гордов тивĕçнĕ.

Юрий «Алексеевский» совхозра 9 çул ĕçлет. Вăл çак çĕнтерÿ уншăн чи пысăк çитĕнÿ пулнине палăртать.

- Çĕнĕ «Лада Гранта» хуçи пулассине тĕлĕкре те тĕлленмен, ĕмĕтленмен те. Ăмăртма çăмăлах пулмарĕ. Хăвăн ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме пĕлмелле, тупăшакансем вăйлисем те тивĕçлисем лекрĕç. Паян эпĕ пĕр вăхăтрах пăлханатăп та, савăнатăп та, - тет савăнăçлă çĕнтерÿçĕ.

Çакна палăртса хăвармалла, Раççей шайĕнчи ĕнесене машинăпа сăвакансен конкурса икĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Кăçал ăмăртăва ирттерме регионсен хушшинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕпе тата сĕт суса илессипе 2-мĕш вырăн йышăннă Пушкăртстана суйласа илнĕ.

Читайте нас: