Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Конкурссем
5 Сентябрӗн 2019, 14:17

«ПУШКĂРТСТАНĂН 100 ХИТРЕ ВЫРĂНĔ»

Пушкăртстанра сентябрĕн 4-мĕшĕнчен «Пушкăртстанăн 100 хитре вырăнĕ» флешмоб пуçланнă.

Унта профессионалсемпе пĕрле сăн ÿкерме юратакансем те хутшăнма пултараççĕ.

Сăн ÿкерчĕксене октябрĕн 1-мĕшĕччен социаллă сетьсенче пичетлемелле, Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн электронлă почтине ярса памалла.

Флешмоба хутшăнакансен тăван тавралăхăн паллă вырăнсен, çутçанталăк палăкĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене ВКонтакте, Инстаграм социаллă сетьсенче кăлармалла. #100дивныхместБашкортостана хэштег лартмалла. Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн электрон почтине ямалла.

Сăн ÿкерчĕксене автор хăй ÿкермелле, вĕсене урăх çăлкуçсенчен илсе лартма юрамасть, автор шухăшне ытларах палăртма валли графика редакторĕпе усă курма юрать.

Флешмоб çĕнтерÿçисем «Агидель» сăн ÿкерчĕк клубĕн республика, пĕтĕм Раççей, пĕтĕм тĕнче конкурсĕсене хутшăнма пултарĕç.

Чи лайăх ĕçсене сăн ÿкерчĕксен выставкисенче тăратĕç. Республика кунĕ тĕлне флешмоба пĕтĕмлетĕç.
Читайте нас: