Раççей почти ачасен ÿкерчĕкĕсенчен открытка хатĕрлĕ. Çамрăк художниксем! Хăвăрăн ĕçсене Çĕнĕ çул открыткинче курас килет-и? Апла «Çĕнтерÿ чăрăшне» ÿкер» Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнăр! Унăн йĕркелÿçисем – Çĕнтерÿ музейĕ, Раççей Почти тата «Спешите делать добро!» ыр кăмăллăх фончĕ.