Çутă çул
+20 °С
Облачно
Конкурссем
25 Ноября 2019, 10:15

Илемписем Шупашкара пуçтарăнаççĕ

Декабрĕн 6—7-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Раççей чăваш пики-2019» иртет.

Чăваш наци конгресĕ конкурса пултаруллă çамрăксене палăртас, тăван культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕллевпе ирттерет.

Чăвашла калаçма, халăх культурине, йăли-йĕркине пĕлекен, хăйсене сцена çинче тытма, аудиторипе хутшăнма пултаракан 16—24 çулхи ачасăр хĕрсем хутшăнма пултараççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем — 8(352) 62-35-61, 891767018-21.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас