Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
28 Ноябрӗн 2019, 15:07

Çичĕ чечек çеçкине мĕнле пуçтармалла

Районта Анне кунĕ умĕн «Манăн çемье» пысăк вăйă иртрĕ. Унта Бадретдиновсем, Бедигуловсем, Валиевсем, Варфоломеевсем, Герман, Хамидуллинсем, Ягафаровсем хутшăнчĕç.

Вăйă çичĕ станцинчен тăчĕ — спорт, твист, халăх, литература, творчество, кулинари. Кашни станцинче çемьесен тĕрлĕрен заданисем пурнăçламаллаччĕ, вара кашнине пĕрер чечек çеçки лекет. Вăйă хыççăн çемьесем маршрут лисчĕсене жюри членĕсене пачĕç те «Мир вкуса» кафене канма кайрĕç. «Манăн çемье» çемье вăййинче гран-при Валиевсен çемьи илчĕ. Пĕрремĕш вырăнта — Бадретдиновсем. Иккĕмĕш вырăнта — Хамидуллинсем. Виççĕмĕш — Герман.

Вăйă йĕркелÿçисем «Флоренция» чечек салонне (А.В. Захарова), «Росгосстрах» ПАО (В.Г. Иванов), «Мир вкуса» кафене (Н.Н. Файзуллина) тав тăваççĕ.

Галина КУДРЯШОВА,

çамрăксен «Вектор» центрĕнчи халăхпа ĕçлекен специалист.

Сăнÿкерчĕкĕ: Галина КУДРЯШОВА.
Читайте нас: