Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
30 Ноябрӗн 2019, 21:51

Хунямăшӗсемпе кинӗсем тупăшрӗç

Хушăлкари Культура çурчӗн сцени çинче кинӗсемпе хунямăшӗсен командисен кӗрешӗвӗ иртрӗ, вӗсем юрлама, хитре калаçма пултарни тата пултарулăхпа ăс-тан енчен тупăшрӗç. Залта ларакансем командăсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчӗç.

Судьясен бригадине, унта арçынсем кăначчӗ, çăмăл пулмарӗ! Арçын-болельщиксем хайсен командисене епле те пулин пулăшас тесе сцена çине тухса хайсен парикмахер пултарулăхне кăтартса пачӗç — залта ларакан хӗрачасен çӳçӗсене çивӗтлерӗç. Юратнă команда нумайрах балл пухтăр тесен темӗн те тăвăн çав!

Конкурс программи питӗ кăсăк иртрӗ. Унта хутшăннă хунямăшӗсемпе кинӗсем пурте «чи лайăх анне», «чи лайăх хӗр», «чи лайăх кин», «чи лайăх хуняма» чемпион лентисене тивӗç пулчӗç.

Хушăлкари Культура çурчӗн ВК страницинчен.
Читайте нас: