Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
5 Нарӑсӑн 2020, 11:04

«Шăпчăк сасси-2020» конкурс пулатех!

2020 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче пирĕн районта чăваш эстрада юррисене юрлакан çамрăксен Регионсем хушшинчи конкурс иртет

Конкурса 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи юрăçсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс йĕркелÿçисем Пушкăртстан Республикин Культура министерстви, Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек район администрацийĕ, «Национально-культурное объединение чувашей Республики Башкортостан» РОО, Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек райончи Культура керменĕ, Пушкăртстан Республикинчи халăх творчествин центрĕ, Пушкăртстан Республикинчи Халăх туслăхĕн çурчĕ пулăшаççĕ.
Заявкăсене февралĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 452040, Пушкăртстан Республики, Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек ялĕ, Советская урамĕ, 25 (Пишпÿлекри Культура керменĕ) е [email protected] электрон почтăна ярса памалла.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (34743) 2-28-91, (34743) 2-10-27.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Читайте нас: