Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
7 Нарӑсӑн 2020, 15:34

Асамлă арча шыранă

Февралĕн 5-мĕшĕнче Çирĕклĕ клубĕнче квест-вăйă интереслĕ иртнĕ

Ачасем командăсене пайланса станцисем тăрăх çулçÿреве тухнă. «Кĕвве пĕл» станцинче вĕсем тĕрлĕрен кĕвĕсем итленĕ, юрă ячĕсен тупсăмне пĕлнĕ. «Спорт» станцинче вĕсене эстафета кĕтнĕ. «Тутлăхлă» станцара тĕрĕс апатлану çинчен нумайне пĕлнĕ. «Пуçватмăш» тата «Ăс-тăн» станцинче ачасем кроссвордсен тупсăмне шыранă. Фантази вĕçевĕсĕр те пулман. «Литература» станцинче буриме хайланă, вĕсене пĕр-пĕрне вуласа панă. Мĕнпур заданисене пурнăçласа вăрттăнлăх арчине тупнă. Унта — пылак парне!
Ачасем хаваспах конкурса хутшăннă, савăк кăмăл тата хавхалану запасне илнĕ.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Вконтакте» страницăран.
Читайте нас: