Конкурса хутшăнакансем поэт сăввисене пушкăртла вуланă. Жюри тĕрле критерисене тĕпе хурса хак панă. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 2 класра вĕренекен Гузель Гараева (ертÿçи А.М. Маликова) пушкăрт (патшалăх) чĕлхине пĕрремĕш çул кăна вĕреннине пăхмасăр, 1-мĕш вырăн йышăннă, ăна «Мин йăхĕ» Регионсем хушшинчи обществăлла пĕрлешĕвĕн Хисеп грамоти панă. Гузель Мустай Каримăн «Дим буйзары» сăввине хавхалануллă пăхмасăр каласа панă.