Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
19 Мартӑн 2020, 18:30

Çĕнтерÿçĕ çур миллион тенкĕ илнĕ

Республикăри «Урă ял» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Асăннă конкурса Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ ирттернĕ. Республика çуртĕнче çĕнтерÿçĕсене саламланă.
Пĕрремĕш вырăнта — Зианчура районĕнчи Башкирская Ургинка ялĕ (унта 1010 çын пурăнать), вĕсене 500 пин тенкĕ панă. Унччен (10-15 çул каярах) çак ял чи нумай ĕçекенсен «мухтавне» çĕнсе илнĕ пулнă. Кунта халĕ пысăк ĕç ирттернĕ. Алкоголь сутакан мĕнпур точкăсене пĕтернĕ, ăнăçсăр çемьесене шефа илнĕ. Кунта ытти ялсенчен те пурăнма куçса килеççĕ.
Иккĕмĕш вырăнта (250 пин тенкĕлĕх сертификат) — Баймак районĕнчи Зелим ялĕ, виççĕмĕшĕнче (150 пин тенкĕлĕх сертификат) — Аскин районĕнчи Карткисяк ялĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров халăх проекчĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă тата конкурса хутшăннисене пурне те тав тунă. Малашне «Урă ял» республика конкурсĕн парне фондне 10 хут ытларах ÿстерме сĕннĕ.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: