Пушкăрт чĕлхине аталантаракан тата упракан фонд Пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери курултайĕ пулăшнипе Таҡмаҡ-баттл (такмаксен баттлĕ) пуçарса ярать. Конкурса хутшăнакансене хăйсен регионĕнчи уникаллĕ е хăй çырнă такмакпа паллаштарма чĕнсе калаççĕ. Такмак юрланине çыртарнă 1—3 минут пыракан видеона июнĕн 30-мĕшĕччен конкурсăн
ВКонтакте официаллă ушкăнĕнче вырнаçтармалла.