Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕ «Тӑван ен историйӗ легендӑсемпе халапсенче» конкурс пĕлтерет.
Хӑш-пӗр ял ячӗсем е урам ячӗсем мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен эпир час-часах шухӑшлатпӑр-и? Пишпÿлек ялӗ ӑҫтан тухнӑ? Мӗншӗн ял ҫумӗпе юхса иртекен юханшыва Кенгерка ят панă? Урам ятне кам шухӑшласа кӑларнӑ? Ачаранпах хӑнӑхнӑ сӑмахсем историе тарӑнрах уҫса параҫҫӗ, вӗсене вӗренни вара ҫӗннине те, интереслине те нумай уҫса парать.
2021 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Пишпӳлек музейӗ пӗрлешӗвӗ Пушкӑрт историйӗн çулне чысласа «Тӑван ен легендӑсемпе юмахсенче» топонимикӑн наукӑпа тӗпчев конкурсӗ пуçарса ярать. Конкурс ҫинчен maukbmo.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлӗр.
Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн сайтĕнчен.