Ҫӗнтерӳҫӗсем пирӗн район чысне Уфари конкурс тапхӑрӗнче хÿтĕлӗҫ.
Сентябрӗн 25-мӗшӗнче Пишпÿлекре "Шкул автобусӗн чи лайӑх водителӗ" професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ. Асӑннӑ конкурсӑн тӗп тӗллевӗ — шкул автобусӗн водителӗн профессин сумне ÿстересси.
ГАЗ-НЕКСТ автобус водителӗсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем çаксем: I-мĕш вырӑна Радик Рифгатович Нигметзянов (Йăлпăлактамакри вăтам шкул) йышӑнчĕ; II-мĕш вырӑн — Юрий Николаевич Михайлов (Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул); III-мĕш вырăн — Фанис Хайруллович Габбасов (Кăрканти вӑтам шкул).
ПАЗ-3205 автобус водителӗсем хушшинче I-мĕш вырăнта Алексей Иванович Романов (Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул); II-мĕш вырӑн — Ильшат Аскатович Хабибрахманов (Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул); III-мĕш вырӑнта Камиль Миясарович Мухамадеев (Демскинчи вӑтам шкул).
Конкурса хутшӑнакансене пурне те тав ҫырӑвӗсемпе палăртнă, ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе тата укҫан премипе наградӑланӑ. Октябрӗн 16-мӗшӗнче иртекен Уфари тапхӑрта конкурс çӗнтерӳҫӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.
Саубан ХАБИРОВ,
районти вĕрентÿ пайĕн ХЭК уйрăмĕн начальникĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Саубан ХАБИРОВ.