

Пишпÿлекри Александр Колпаков "Чи лайӑх сӑран ӑсти" номинацире диплома тивĕçнĕ.
Декабрӗн 4-мӗшӗнче Ремесласен эрнин шайӗнче республикӑри "Ремесленник-2021" конкурс ҫӗнтерӳҫисене наградӑламалли церемони иртнӗ. Кӑҫал унта 260 ытла заявка килнӗ. Финала 137 номинант иртнӗ. Конкурс "Пӗчӗк те вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче иртнӗ.
«Малашлӑхшăн ӗҫлӗпӗр, 2022 ҫул валли амбициллĕ тӗллевӗсем лартатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн ремесла пӗрлӗхӗн пултарулӑхӗпе таланчĕ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, —тенĕ вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен Агентствӑн директорӗ Марсель Кашаев. Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ӑстаҫӑсене 14 номинацире пӗрремӗш хут палӑртнă. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен бизнесне аталантарма дипломсем, статуэткӑсем тата сертификатсем илнӗ.
Пишпÿлекри Александр Колпаков "Чи лайӑх сӑран ӑсти" номинацире диплома тивĕçнĕ.
«Ремесленник года 2021» конкурсра Гран-прие тата 50 000 тенкӗ виҫепе сертификата Динара Гарифуллина илнӗ.
Конкурс Пушкӑртстанри ӑстасене, алӑстисене пулăшма, вĕсен ĕçне аталантарма, ҫавӑн пекех халӑхпа художество промышленноҫӗсен сферинче ҫӗнӗ ятсене тупса палӑртма иртет. Мероприяти йӗркелӳҫисем "ПР предпринимательство Агентстви" АНО, Пушкӑртстанри Патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе "Манӑн бизнес" Центр предприниматель пулнă.
https://srk.nationalpriority.ru/press_releases/188868