Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурссем
9 Декабрӗн 2021, 20:53

Пушкӑртстанра "тăрăшуллă" хӗрарӑмсен консультацийӗсене тата чи "уҫӑ" ача çуратмалли çуртсене палӑртӗҫ

Конкурса заявкӑсем илме 2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçлама палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра  "тăрăшуллă" хӗрарӑмсен консультацийӗсене тата чи "уҫӑ" ача çуратмалли çуртсене палӑртӗҫ
Пушкӑртстанра "тăрăшуллă" хӗрарӑмсен консультацийӗсене тата чи "уҫӑ" ача çуратмалли çуртсене палӑртӗҫ

Кун ҫинчен "Открытый роддом" мерӑсен комплексне пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен ушкӑн ертӳҫи, Пушкӑртстанри Общество палатин членӗ Диана Фарахова пӗлтернӗ.
ПР патшалӑх ҫемье политики ҫумӗнчи координаци канашӗн никĕсĕнче конкурс комиссийӗ йĕркелеме уйлаççĕ, "Пушкӑртстан республикинчи тăрăшуллă хӗрарӑмсен консультацийӗ тата уҫӑ ача çуратмалли çурт" статуса тивӗҫекен медицина организацийӗсене палӑртма.
Пĕчĕк ачапа выртма тата пулма чи хăтлине, пулас амăшĕсене интереслентерме пултарнине пурне те туллин уҫса параканнине, ашшӗ-амӑшне ӑнланма, тӗрӗс кӑкӑр ӗмӗртме вӗрентекеннине, ун хыҫҫӑнхи тапхӑра сăнаса тăраканине тата ытти - мӗн кӑсӑклантарма пултараканнисен хушшинчен чи "тăрăшуллă" хĕрарăм консультацине суйлĕç.
Ача ҫуратакан хĕрарăмпа унăн ачин хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекенсем, ҫавӑн пекех ача çуратакан çурт патне кӗме юрӑхлӑ подъездлисем, партнерпа ҫуратмалли майсем паракансем, уҫӑ алӑксен кунне ирттерекенсем, ҫав шутра онлайн меслечĕпе те, тата ытти те - чи уçă ача çуратмалли çурт шутланса тăрĕ.
Ҫак конкурса заявкӑсем илме 2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçлама палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Елена Кочергина.

 

Пушкӑртстанра  "тăрăшуллă" хӗрарӑмсен консультацийӗсене тата чи "уҫӑ" ача çуратмалли çуртсене палӑртӗҫ
Пушкӑртстанра "тăрăшуллă" хӗрарӑмсен консультацийӗсене тата чи "уҫӑ" ача çуратмалли çуртсене палӑртӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: