+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Февралӗн 1-мӗшӗнчен конкурсăн республика тапхӑрӗ валли заявкăсене илме пуҫлĕç.
Халӗ Пушкӑртстанра 1537 ял хутшӑнакан муниципалитет тапхӑрӗ пырать, пӗлтерет Пушкӑртстан Ĕç министерстви .
Январĕн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен район презентацийӗсене хӳтӗлӗҫ.
"Урӑ ял" конкурс шайӗнче тӗрлӗ темӑпа мероприятисем тата акцисем иртеççĕ: ҫемье хаклӑхӗсене, сывӑ тата урă пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси, пурнӑҫ позицийӗсене хастар пурнӑҫласси.
Конкурс вӗҫленнӗ май чи лайӑх ялсем малалла аталантарма усӑ куракан наградӑсем илĕç.
"МГ" информацийĕпе.