Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
5 Апрелӗн 2022, 19:04

Эпĕ чăвашла калаçатăп

Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать.

Эпĕ чăвашла калаçатăп
Эпĕ чăвашла калаçатăп

#чăвашчĕлхи #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп
Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсене халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет.

Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи е Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсем çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи», «Чăваш наци конгресĕ» ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.

Роликсене палăртнă адрессемпе вырнаçтарсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.

http://chrio.cap.ru/Declarations.aspx?id=4508030

Эпĕ чăвашла калаçатăп
Эпĕ чăвашла калаçатăп
Автор:
Читайте нас: