Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
18 Октябрӗн 2022, 20:29

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ пулӗ

Шкул апатланӑвӗн теми – социаллӑ пӗлтерӗшлӗ те чи кирлӗ ыйтусенчен пӗри.

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ пулӗ
Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ пулӗ

Республика Правительствинче Андрей Назаров премьер-министр ертсе пынипе республикӑри муниципалитет районӗсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата ведомствӑсен ертӳҫисемпе ӗҫ канашлӑвӗ ирттернӗ. Вӗсем шкул апатланӑвне йӗркелемелли пахалӑха сӳтсе явнă.
Андрей Назаров шкул апатланӑвӗн теми – социаллӑ пӗлтерӗшлӗ те чи кирлӗ ыйтусенчен пӗри пулнине палӑртнă, мӗншӗн тесен ку - ачасен сывлӑхне, пулас нацин пуласлӑхне упрас ыйту.
Премьер-министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра шкул апатланăвне йӗркелес енӗпе системӑллӑ ӗҫ пырать. Ӗнтӗ ӗҫри чылай мерӑсем туса хатӗрленӗ, ку енӗпе патшалӑх политикине палӑртакан кирлӗ нормативлӑ актсем йышӑннӑ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн мониторинг итогӗсене тишкерни лайӑх кал-кал аталанни ҫинчен калама май парать – пӑсакансен шучӗ чакнă. Раҫҫей Çутӗҫ министерстви Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ ноябрь уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пулассине ҫирӗплетнӗ. Паллах, ку мероприятие тивӗҫлӗ шайра ирттермелле.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ пулӗ
Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" конкурсӑн федераци тапхӑрӗ пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: