Тусӑмсем! Сире "Атайсал" проект шайӗнче тата Пушкӑрт Республикинче пӗчӗк Тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ĕҫсен çулталӑкӗ шайӗнче республика конкурсӗ ирттересси ҫинчен пӗлтерме хавас.
Пушкӑрт Республикинчи Ахмет-Заки ячӗллӗ наци библиотеки "Пушкӑрт Республикинчи муниципалитет пӗрлӗхӗсен канашӗ" ассоциаципе тата "Пушкӑрт Республикинчи композиторсен союзӗ" регионти общество организацийӗсемпе, "Пушкӑрт Республикинчи писательсен союзӗ" ассоциаципе пӗрле пĕчĕк тӑван ҫӗршыва – Атайсала халалланӑ хӑйсен сăвă конкурсне пуçарни çинчен пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен сӑввисене икӗ патшалӑх чӗлхипе (вырӑсла, пушкӑртла) тӑратма пултаракан кирек хăш ÿсемри авторсем пулма пултараҫҫӗ. Кашни ӳсӗмри ушкӑнра ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртӗҫ.
"АТАЙСАЛ" проект
МИХ социаллă сетьри страницинчен.